Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуш уйӑхӗ

Пуш — хальхи календарьпе 3-мӗш уйӑх, чӑвашсен календарӗнче 2-мӗш пулнӑ.

Пуш уйӑхӗнче 31 кун.

Ҫанталӑка сӑнланинчен

  • Пуш уйӑхӗ уяр килсен ҫуркунне тӑршшӗпех уяр тӑрать.
  • Пуш уйӑх тунӑ кун кантӑк ҫине пӑр шӑнсан ҫав ҫул хӑяр ӑнать.
  • Эхер те пуш уйӑх уяр килсен, ҫанталӑк лӑпкӑ пулсан, тӑнӑҫ тӑрсан ҫур лайӑх пулать, ҫу тӑршшӗпех ҫанталӑк лайӑх тӑрать, тӗрлӗ тыр-пул ӑнса пулать.
  • Пуш уйӑхӗн малалла тӑхринче ҫанталӑк ҫиллӗ пулсан пӗтӗм ҫу ҫиллӗ пулать.
  • Пуш уйӑх тусан урамра шыв курӑнсан шыв вӑйлӑ анать; ҫырмара шыв ейӳ каять.
  • Эхер пуш уйӑх ӑшӑра тусан, тумла юхсан юр час каять, ҫу каҫа ӑшӑ тӑрать.
  • Алтакки кунӗ кӑнтӑрлаччен ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан, кӑнтӑрла иртсен ҫил тухсан ҫав ҫӑвӑн ҫурри лайӑх пулать, ҫурри йӗпе-сапа пулать.
  • Пуш уйӑх тӑманлӑ ҫанталӑкра тусан хура тула килӗшет.
  • Пуш уйӑх пуҫланнӑ чух ҫил кай енчен (кӑнтӑртан) пулсан тыр-пул аван пулать, эхер те мал енчен е ҫурҫӗр енчен вӗрсен тыр-пул начар пулать.
  • Пуш уйӑх тунӑ чух ҫил ӑҫтан пулать пӗтӗм ҫу ҫапла пулать.
  • Пуш уйӑх уяр тӑрать — пахчара хӑяр пулать.
  • Пуш пуҫӗнче тумла юхсан ҫу лайӑх пулать.
  • Пуш пуҫламӑш кунӗ ҫерҫи сӑхмалӑх шыв пулсан ҫу лайӑх килет.
  • Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш эрне кун юр ҫусан чиклевӗк (мӑйӑр) нумай пулать, хӑмла лайӑх пулать.
  • Пуш уйӑхӗн каялла тӑхрине юр ҫусан ыраш лайӑх пулать.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Пуш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-26 09:36:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2976 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем